Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Йӑла-йӗрке — культура аталанӑвӗн никӗсӗ

Халӑхӑн ӑс-хакӑлӗн аталанӑвӗ хӑвна ҫав халӑхӑн пӗр пайӗ пулнине туйса илнинчен килет. Хӑвӑнра чӑвашлӑха туймастӑн пулсан унӑн культурине нихӑҫан та туяймӑн.

Чӑн та, эпир юлашки вӑхӑтра самана улшӑннӑ май хытӑрах чӗреллӗ пулма пуҫларӑмӑр. Чӑваш йӑли-иӗркисене манса пыратпӑр. "Халӑх вӗрентӗвӗн пуянлӑхне упраса аталантарса пырсан ҫеҫ чӑваш ҫӗнӗрен чӗрӗлсе малалла кайма пултарать» тӗнчери ытти халӑх йышӗнче тивӗҫлӗ вырӑна тухать, ӗмӗрхи чапне ҫӗнетсе, чӗртсе яма шанчӑк тупать", - тет педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Г.Н.Волков. Чӑваш халӑхӗн виҫӗ пин ҫулти чыслӑ аваллӑхӗ мухтава тивӗҫлӗ. Ҫак халӑх ӗмӗр-ӗмӗр тар юхтарса ӗҫлесе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе, тыр-пул акса, ҫурт-йӗр лартса, хӑмла, улма-ҫырла, пахча, вӑрман ӳстерсе пурӑннӑ.

Мӗнрен килнӗ-ха чӑваш халӑхӗн сӗм аваллӑхран пыракан пархатарӗ? Паллах, авалтан пыракан, ӑруран ӑрӑва куҫакан йӑла-йӗркесенчен. Несӗлсем пирӗн валли пуян еткер хӑварнӑ. Кунта халӑх сӑмахлӑхӗ, ал ӗҫ пултарулӑхӗ, халӑх юрри-ташши кӗреҫҫӗ. Пирӗн ҫак еткерпе усӑ курма пӗлмелле. Культура ӗҫӗнче сахалах мар ӗҫленӗ май каласа хӑварасшӑн, туртсах кӗрсе каять фольклор хӑйӗн авӑрне. Ватӑ ҫынсенчен халиччен илтмен юрӑсене ҫырса илни, археологсем ҫӗр айӗнчен авалхи тупрана чавса кӑларнипех танлашать пулӗ тетеп. Эпӗ вӗсене пухса пыратӑп. Тен, малашне халӑх юррисен пуххинчен кӗнеке кӑларсан хам пурнӑҫра пӗр усӑллӑ ӗҫ тума май килӗ. Паллах, юрӑпа усӑ курнӑ чухне унӑн шухӑш-кӑмӑлне пӗлмелле. Хӑҫан юрлама пултарнӑ ку юрра, хӑш вӑхӑтра, тата камсем? Чӑвашсен авалтан ҫӗр ҫинче суха туса, тырӑ акса ӗҫлесе пурӑннӑ май, юррисем те ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ. Сӑмахран, "Алран кайми аки-сухи". Ку вӑл — тури чӑвашсен юрри. Анатри чӑвашсен тата уйрӑм вырӑнсенче ку юррӑн кӗвви урӑхларах пулнӑ.

Чӑвашӑн юррисем ытларах чухне хурлӑхлӑ. Артистсем те тури чӑвашсен юррисене юрласшӑнах мар, сирӗн юрӑсем хурлӑхлӑ, вӗсене юрлама йывӑр, теҫҫӗ. Чӑнах та, вӗсене икӗ тональнӑҫпа тата икӗ октавӑпа юрламалла. Ытларах анатри чӑвашсенне юрлаҫҫӗ. Вӗсен юррисем савӑнӑҫлӑрах. Юррӑн пуянлӑхӗ савӑнӑҫлинче тата хурлӑхлинче мар, унӑн илемӗнче, чунӗнче, шухӑшӗнче.

Тӳрех аҫӑнса хӑварам, юрӑсене сӑнар енчен ушкӑнсем ҫине пайлама пӗлмелле. Хӑна юррисем, туй юррисем, вӑйӑ юррисем, салтак юррисем, улах юррисем, ҫӑварни, сурхури тата ытти те. Ачасен витлешӳ, сӑпка юррисем пулаҫҫӗ. Вӗсем пурте чӑвашсен уявӗсемпе, мешехисемпе, тепӗр майлӑ каласан йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ. Чӑвашсен уяв нумай пулнӑ. Меншӗн пулнӑ тесе калатӑп, мӗншӗн тесен, шел те, хӑшӗсем манӑҫса пыраҫҫӗ. Нумайӑшне ялсенче халӗ те ирттереҫҫӗ. Сцена ҫинче вӗсене кӑтартса пама май пур тесе шутлатӑп. Ҫапла кӑтартса панине "фольклор театрӗ" теҫҫӗ.

Халӑх юррисене пурнӑҫпа ҫыхӑнтарсан вӑл татах та витӗмлӗрех пулать. Тата мӗн асӑрхаттарса хӑвармалла. Йӑла-йӗркесене сцена ҫинче лартнӑ чухне пултарулӑх ушкӑнӗн ӳсӗмӗ кӑштах та пулин палӑрмалла. Юрӑсемпе те, ташӑсемпе те, сӑмах калассипе те, сценарипе те нумай ӗҫлемелле. Ялсем тӑрӑх ҫӳресе ватӑрах ҫынсенчен йӑла-йӗркесем пирки ыйтса пӗлмелле.

Сурхури — чӑвашсен ӗлӗкхи уявӗ. Ӑна хӗллехи кунпа ҫӗр танлашнӑ хыҫҫӑн паллӑ тунӑ, халӗ те паллӑ тӑваҫҫӗ. Сцена ҫинче те кӑтартса пама питӗ меллӗ уяв.

Хӗр сӑрине те ҫав вӑхӑталлах ирттернӗ. Пирӗн патра нумай пулмасть кӑна тума пӑрахрӗҫ.

Кӑшарние ҫамрӑксем раштавран пуҫласа пӗр эрне ирттернӗ.

Ҫӑварни /ҫу эрни/ — ҫуркуннехи кун танлашӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Ӗлӗк ик эрне ирттернӗ. Пӗрремӗш эрни — аслӑ ҫӑварни, иккӗмӗш эрни — кӗҫӗн ҫӑварни. Халӗ эпир хамӑр программӑра ҫак йӑла-йӗркене кӑтартса парасшӑн.

Вирӗм — усал-тӗселе хӑваласа ямалли тури чӑвашсен уявӗ. Ӑна Мӑнкун умӗн ирттернӗ. Анатри чӑвашсен сӗрен ятлӑ.

Калӑм — ваттисене асӑнмалли кун. Тӗне кӗмен чӑвашсем Мӑнкун умӗн ирттернӗ.

Мӑнкун. Ӗлӗкхи чӑвашсен ҫулталӑк Мӑнкунтан пуҫланнӑ. Эпир Мӑнкун уявне пилӗк ҫул каялла кӑтартса панӑччӗ.

Акатуй. Ӗлӗкхи чӑвашсем ӑна акана тухас умӗн пуҫланӑ та акса пӗтерсен вӗҫленӗ. Нумаях пулмасть ӑна тури чӑвашсем сухату тенӗ.

Сухапуҫтуйӗ. Анатрисен — сапан туйӗ /сапан тутарларан сухапуҫ тесе куҫать/. Акатуй программине эпир иртнӗ ҫул вӑрҫӑ пуҫланнӑ саманта ҫыхӑнтарса кӑтартса патӑмӑр.

Ҫимӗк — ҫуллахи уяв. Вӑл кун ваттисене асӑннӑ, ҫӑва ҫине кайса килнӗ. Ярапайӗнче халӗ те ирттереҫҫӗ, ял халӑхӗ пӗрле пухӑнса пысӑк хуранпа какай шӳрпи пӗҫерет. Кайран ваттисене асӑнса ҫиеҫҫӗ. Эпир ку уява сцена ҫинче те кӑтартса панӑ.

Уяв. Уява тури чӑваш ҫамрӑкӗсем Мӑнкунпа ҫимӗк хушшинче ирттернӗ. Каҫсерен укӑлчана ҫамрӑксем вӑййа тухнӑ, юрӑ юрланӑ, каччӑсем хӗрсене суйланӑ. Ҫамрӑк чухне эпир хамӑр та урамра каҫсерен купӑс каласа ташланӑ. Халӗ клуб хупӑ пулсан ҫамрӑксем мӗн тумаллине пӗлмеҫҫӗ. Ҫамрӑксен вӑййине сцена ҫинче кӑтартма питӗ ҫӑмӑл. Пирӑн программӑра та вӑл пур.

Чӳкпе Киремет карти ҫӳлти Турӑ пехил панӑ уявсем. Вӗсене хӑш-пӗр вырӑнта ватӑсем халӗ те ирттереҫҫӗ. Анчах та пачӑшкӑсем ҫак йӑласене ирттернине хирӗҫленӗ пирки ирттерме хӑраҫҫӗ. Эпир ку йӑласене сцена ҫине илсе тухайман-ха, анчах май пур тесе шутлатӑп.

Утӑҫи ял халӑхӗшӗн пысӑк уяв пулнӑ. Утӑ ҫулма уява кайнӑ пек капӑр тумтирпе тухнӑ. Утӑ ҫулмалли вырӑнсем, уйрӑмах Атӑл хӗрринче, тӑван ялтан аякра пулнӑ. Ҫаванпа та унта ҫӗр каҫмаллах кайнӑ. Каҫсерен вӑйӑ вылянӑ, юрланӑ, ташланӑ. Ҫак вӑхӑта Ярапайсем халӗ те хаш сывласа аса илеҫҫӗ.

Ниме ял халӑхӗшӗн пысӑк вырӑн йышӑнать. Ку вӑл питӗ авалтан, чӑвашсен тӗрӗк вӑхӑтӗнчи тапхӑртан килнӗ йӑла. Хальхи вӑхӑтра та ялти ҫын нимелле кил-ҫурт ӑсталать. Анчах та, ҫынсем пӗр харӑс ҫурт купалама пуҫланӑ май, ниме пӗлтерӗшӗ чакма пуҫларӗ. Вырма тата авӑн йӑлисене ҫурлапа тырӑ вырма пӑрахнӑ хыҫҫӑн тытса пыма чарӑннӑ. Ӗлӗк вӗсене ҫӑкӑр ӑнса пултӑр тесе тӗп вырӑна хурса ирттернӗ. Ҫак йӑласене тыр-пул пухса кӗртсен сцена ҫинче анчах мар, халӑх хушшинче те ҫӗнетсе, пурнӑҫа кӗртсе ирттерме май пур. Кунта вырӑнти хуҫасемпе культура ӗҫченӗсен пӗр шухӑшлӑ пулни ҫеҫ кирлӗ.

Ҫӗнӗ тыр-пул туса илнӗ хыҫҫӑн чӳклеме тунӑ. Ҫӗнӗ тырӑ салатӗнчен сӑра вӗретнӗ, хӑнасене чӗнсе хӑналанӑ. Чӳклеме те сцена ҫинче кӑтартмалли питӗ интереслӗ йӑла.

Чӑваш туйӗ кӑткӑс та пысӑк драматургиллӗ, нумай сӑнарлӑ. Ун ҫинчен тӗплӗнрех калас тесен кӗнеке ҫырса кӑларма пулать: хӗрне килӗнчен илсе тухни, каччӑн килне илсе пыни, шыв ҫул пуҫлани тата ытти те. Хамӑр патри туйсене Муркашӑн йӑла-йӗрке кӗнекинче нумай уҫса панӑ. Мана туй юррисем ытларах интереслентереҫҫӗ. Миҫе пин ҫул юрлаҫҫӗ-ши вӗсене? Пӗринчен тепри илемлӗрех. Туй йӑли-йӗркисене Чӑвашра ҫирӗп тытса пынӑ май туй юррисем те нумай улшӑнма пултарайман. Кирек ӑҫта туя кайсан та эпӗ хама авалхи вӑхӑта лекнӗ пек туятӑп. Шел те, ҫамрӑксем туй юррин сӑмахӗсене пӗлсех каймаҫҫӗ.

Ҫак уявсемсӗр пуҫне тата пирӗн программӑра пир ҫапни тата салтак ӑсатни пур.

Эпир вӗсене пурнӑҫран илнӗ. Ярапайӗнче ватӑсем хале те кашни ҫулах пир ҫапаҫҫӗ. Пир ҫапакансен тукмак сассине темӗн чухлӗ итлеме хатӗр, нихӑҫан та ывӑнтармасть. Тӗлӗнсе пӑхса тӑратӑн. Салтак ӑсатни кашни ҫыншӑн хумхантаракан самант. Анчах халӗ ӗлӗкхи салтак юррисене ҫамрӑксем юрламаҫҫӗ, манса кайнӑ вӗсене. Ӗҫлеме пуҫласанах сцена ҫинче салтак ӑсатнине кӑтартса пама шутларӑм та салтак юрри кирлӗ пулчӗ. Пӗринчен ыйтатӑп, тепринчен, нихӑшӗ те пӗлекен ҫук. Пӗлсен те тӗрӗс-тӗкел юрласа параймаҫҫӗ. Аран-аран шыраса тупрӑм. Клуб директорӗн Фея Паргеевӑн ашшӗ Фадей Николаевич юрласа пачӗ. Муркаш районӗн йӑла-йӗркисен кӗнекинче пур вӑл, нотисемпех. Эпӗ унта Юрий Нестерович Жуков ыйтнипе ултӑ-ҫичӗ юрӑ таран нотӑсемпе ҫырса панӑччӗ. Виҫҫӗшне нотӑпах пичетленӗ, ыттисене — нотӑсӑр. Нотӑсӑр юррӑн ӗмӗрӗ кӗскерех ҫав. Виҫҫӗшне эпӗ Фадей Николаевичран ҫырса илнӗччӗ.

Чӑваш йӑлисене патакпа хӑваласа пурнӑҫа кӗртейместӗн, сцена ҫинче ларттараймастӑн. Ӑна чунпа ҫунса тӑракан ҫын пулсан ҫеҫ тума пултарать.
Ҫавӑнпа та эпӗ нумай клуб смотрсене хутшӑнманнинчен тӗлӗнетӗп. Паллах вӗсене вырӑнти ял тӑрӑхӗсен ертӳҫисем пулӑшни те кирлӗ. Укҫа-тенкӗ енчен пулмасан та.

Фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсене ачаранах хатӗрлеме пуҫламалла, шкул ачисенчен /шкул ачи тетпӗр-ха ӗнтӗ, ачи вӑл шкулӑн мар, ашшӗ-амӑшӗнех/ фольклор ушкӑнӗ хатӗрлесен питӗ аван пулмалла. Пӗчӗкрен ачана чӑваш культурине явӑҫтарни кирлӗ. Уйрӑмах — арҫын ачасене. Унашкал ачасем нихӑҫан та преступлени ҫулӗ ҫине тӑмаҫҫӗ. Халӑх ятне тивӗҫнӗ фольклор ушкӑнӗсенчен халӗ тата тепӗр енлӗ ыйтаҫҫӗ. Вӗсен ачи-пӑчи пулмалла, тепӗр майлӑ каласан, ӳссе пыракан ӑруран, ачасенчен йӗркеленӗ фольклор ушкӑнӗ.
Пирӗн те унашкал ушкӑн пур. Вӑл "Ярапа" ятлӑ. Эпир "Пӗчӗк ҫеҫ путене" фестивалӗн виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗш тапхӑрӗсене хутшӑнса лауреат ята тивӗҫрӗмӗр. Кӑҫал та пиллӗкмӗш фестивале хутшӑнасшӑн. Анчах та унта халӗ сцена ҫи-пуҫӗсемсӗр кӗртесшӗнех мар. Эпир те костюмсем ҫӗлеме патӑмӑр, анчах та укҫа-тенкӗ ҫитмест, таҫтан тупмалла?

Тата мӗн асӑнса хӑвармалла. Ӗлӗкхи йӑла-йӗркесене сцена ҫинче лартнӑ чух хальхи пурнӑҫпа ҫыхӑнтарма тӑрӑшмалла. Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗн режиссерӗ В.Оринов культура ӗҫченӗсен ятарлӑ пухӑвӗнче ҫапла каларӗ. Ӗлӗкхи йӑлана, ӗлӗк мӗнле пулнӑ, ҫапла ҫеҫ кӑтартни вӑл "айванла" терӗ. Вӑл, паллах, Мускаври ӑсчахсен сӑмахне илсе каларӗ. Ку вӑл мӗне пӗлтерет-ха? Ертӳҫӗн хӑйӗн тавра курӑмӗпе йӑла-йӗркене аталантарса кӑтартса памалла тени пулать ӗнтӗ. Музыка та, фольклор та пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ, малалла аталанаҫҫӗ. Ҫавна тумасан эпир унта халӑха хутшӑнтараймастпӑр.

Чӑваш Республикин Президенчӗ Н.В. Фёдоров Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура ялсенче акатуйсем, ял уявӗсем ирттермелле тени те вырӑнлӑ. Анчах та мана пӗр япала пӑшӑрхантарать. Хамӑр пӗр майлӑ калатпӑр та, ӗҫне тепӗр майлӑ тӑватпӑр. Хамӑр районта мӗн чухлӗ пултаруллӑ юрӑпа ташӑ, фольклор ушкӑнӗсем. Хуларан виҫӗ ҫынран тӑракан юрӑ ушкӑнӗсене акатуйсене илсе килетпӗр те пинӗ-пинӗпе укҫа парса яратпӑр. Ҫав укҫана вырӑнти артистсене парсан хуларисенчен интереслӗрех концерт лартса параҫҫӗ.

Фольклорӑн пуласлӑхӗ, аталанӑвӗ мана ҫеҫ мар, культура ӗҫченӗсене пурне те интереслентерет пулӗ тетӗп. Ҫавӑнпа та хӑвӑрӑн шухӑшсене ҫырса яма ыйтатап.

В.РОМАНОВ, Муркаш районӗнчи Ярапайкасси культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ "Ехрем" фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи,
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Хыпар, 2006, ҫӗртме, 28


 
Категорисем: Йӑла-йӗрке
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-02-20 17:10:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 18285 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем